Шăлан кайăк йышшисем
Курӑнакан калӑплав
Шăлан кайăк йышшисем - кĕлеткипе тĕреклĕ, сăмси пуçĕнчен кăшт кĕскерех, кĕлетке тăршшĕ -15-45 сантиметр, йывăрăшĕ -25-125 грамм. Вăрман хĕррипе пурăнма юратаççĕ. Ку йыша кĕрекен кайăксем вăйлă пулнипе палăраççĕ, пысăк хурт-кăпшанкăпа тăранса пурнаççĕ, пĕчĕк калтасене, шăши çурисене, кайăк чĕпписемпе çăмартисене çиеççĕ. Шăлан кайăк йышшисен 73 тĕсĕ пур, пирĕн тăрăхра 3 тĕс тĕл пулать.