[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Шотланд вискийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шотланд вискийĕ е скăтч - Шотланди тăрăхра(Аслă Британи) тунă виски. Акăлчанла Scotch whisky e scotch.

Паян кун тĕнчере суту-илӳ ĕçĕнче шотланд вискийĕ - чи паллă хаяр ĕçме.

Шотланд виский тăрăхсем

Виски тăвакан тăрăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шотланди енĕ тăваттă виски тăвакан тăрăха пайланать:

  • Lowland (Тӳремлĕх)- чи çемçе те ансат виски тăваççĕ. Халĕ çак Тӳрем тăрăхра 3 пĕр салатлă Auchentoshan, Glenkinchie, Bladnoch) тата 5 тулăллă (Strathclyde, Port Dundas, North British, Loch Lomond, Cameronbridge) виски тăвакан хуçалăх ĕçлет. Кунта шотланд вискин 1.5 % кăлараççĕ;
  • Speyside (Спейсайд) - чи паллă виски тăрăхĕ. Кунта пыл, хирти чечексен тата цитрус шăршиллĕ, çемçе те чăмăр (?) тутăллă виски тăваççĕ. Кунта чылай виски тăвакан хуçалăх вырнаçнă. Вĕсем 60,3 % шотланд вискине тăваççĕ;
  • Highlands (Сăртлăх) - кунта торф, тĕтĕм тата пиçнĕ панулми шăршиллĕ çемçе виски тăваççĕ. 27 % яхăн шотланд вискийĕ кунта тухать;
  • Isles (Утравсем) - чи хытă, чи хăватлă тата вичкĕн шотланд вискийĕ. Утраври виски йăмăх шăршиллĕ: торф, тĕтĕм, йод, сăмала тата йӳлеке (шыв курăкĕ) шăрши туйăнма та пултарать. Утравсенче шотланд вискин 10,6 % кăлараççĕ.
  • Хăшĕ-пĕррисем тата пилĕккĕмĕш тăрăх пур теççĕ - Campbeltown(Кампбелтаун). Кунта паянкунхине те Springbank вискине тăваççĕ. Springbank тата иккĕ виски тăвакан хуçалăх шотланд вискин 0,6 % çеç тăваççĕ.

Классификаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Single malt whisky - пĕр салатлă виски (Glenfiddich,Macallan, Glen Grant,Glenlivet,Tomatin);
  • Blended malt whisky e Pure malt - салатлă хутăш виски (Johnnie Walker Green Label,[[Ballantines (виски)|Ballantines Pure Malt) ;
  • Blended whisky - хутăш виски (Johnnie Walker Red Label,J&B Rare,Chivas Regal);
  • Grain whisky - тырă виски ;
  • Single grain whisky - пĕр тырăллă виски (Black Barrel,Cameron Brige,Invergordon Single grain);
  • Blanded grain whisky - тырăллă хутăш виски (Hedonism-Compass Box).

Пĕр салатлă виские урпа салатĕнчен кăна тăваççĕ. Салата торф çунтарнă ăшшипе тата тĕтĕмĕпе типĕтеççĕ. Çавăнпа та шотланд вискин чылайăшĕ тĕтĕм шăршиллĕ пулать. Типĕтнĕ салата авăртса вĕри шывпа хутăштараççĕ. Çĕпре яраççĕ: 3-4 кун иртсен кăрчама хатĕр пулать. Кăрчамана ( 5-9 % спиртлăскерне) икĕ хутчен уйăрса кăлараççĕ. Иккĕмĕш уйăрса кăларнă чухне спирта виççĕне пайлаççĕ. Анчах чи паха вăтам (иккĕмĕш) пайне кăна виски тума усă илеççĕ.

Шурă вичкĕн шăршăллă тимĕр тутиллĕ хаяр спирта (60 яхăн хаватлăскерне) пичкесене яраççĕ. Кунта чи сахалтан та виçĕ çул усраççĕ. Вискитăвакансен чылайăшĕ Америкăра бурбон тата Испанире херес усранă пичкесемпе усă кураççĕ.Усă куракан пичкĕ ячĕсем : федеркин (яхăн 40 л),килдеркин (яхăн 80 л),баррель (190 л),хогсхед (250 л),батт (500 л).Баррель тата хогсхед пичкĕсемче америкăри бурбон усранă, батт пичкĕсемче испан эрех херес е португали эрехĕ портвейн усранă.Чи пысăк пичкĕсем 700 литр ăшлăхпа.

Кĕленчесене юхтарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шотланд вискин хуçисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи шотланд вискин чылайăш хуçисем - ют çĕршыв финансă ушкăнĕсем:

вырăн ячĕ пĕр салатлă виски хутăш виски
1 Diageo Caol Ila,Dalwhinnie,Lagavulin,Oban,Talisker Johnnie Walker,Black & White,J & B,Bells,White Horse
2 Pernod Ricard Aberlour,Strathisla Chivas Regal,Ballantines,Clan Campbell
3 William Grant & Sons Glenfiddich, The Balvenie Grants,Scotish Collie
4 Edrington The Macallan,The GlenRothes,Tamdhu The Famous Grouse
5 Bacardi-Martini Aultmore,Aberfeldy,Royal Barckla,Glen Daveron,Craigellachie Dewars
6 LVMH Glenmorangie,Ardbeg,Highland Park

Шотланд вискийĕ пултарулăхра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шотланд сăвăçă Роберт Бёрнс " Джон - урпа тырри " ( "John Barleycorn" ) сăввинче виски туни процессĕ çырнă.Паян компани Isle of Arran Distillers "Роберт Бёрнс" ячĕллĕ виски кăларать : пĕрсалатлă тата хутăш скăтч.