Википеди:Кун пулăмĕсем:Авăн уйăхĕ
Курӑнакан калӑплав
Çурла — Авăн — Юпа | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | |
7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
28 | 29 | 30 | ||||
Эрне кунĕсен ячĕсем 2009 çулпа тӳр килеççĕ |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Авăн, 1
[кодне тӳрлет]- Конституци кунĕ (Словаки).
- Пĕлӳ кунĕ — вĕренӳ çулĕн пĕрремĕш кунĕ,
Узбекистан Республикин Ирĕклĕх кунĕ
- 1714 — Петербургра Петр I хушăвĕпе Раççейри пĕрремĕш патшалăх халăх библитекине уçнă
- 1752 — Филадельфие Ирĕклĕх чанне (капăрл.) илсе çитернĕ
- 1923 — Кантори аслă çĕр чĕтренĕвĕ темиçе çĕр пин япон çыннин пурнăсне илсе каять
- 1928 — Ахмет Зогу хăйне Албани патши тесе хыпарлать
- 1939 — Наци Германин çарĕсем Польшăна тапăнса, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине тапратаççĕ
- 1967 — Чăваш патшалăх университетне уçнă.
- 1969 — Ливири вăрçă пăтăрмахĕпе влаçа Муаммар Каддафи ярса илет
- 2004 — Çурçĕр Осетири Беслан хулинчи шкулта вĕренекенсене заложника тытнă
Авăн, 2
[кодне тӳрлет]Раççей гвардин çуралнă кунĕ.
- п. эрч. 31 — Рим республикин юлашки вăрçи: Марк Антонипе Клеопатрăна Октавиан Акциум патĕнче çапса аркатнă
- 911 — Висантипе Олег кнеçĕн лăпкăлăх килĕшĕвĕ
- 1727 — Витус Берингăн экспедицийĕ Охотскран Камчаткăна каять
- 1794 — Одесса хулин никĕсне хунă
- 1807 — анкăл флочĕ Копенгагена бомбăланă (капăрл.)
- 1945 — «Миссури» американ линкорĕ çинче Япони капитуляциннĕ церемонийĕпе Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ
- 1967 — Çурçĕр тинĕсĕнчи платформăра Силенд суверенлă кнеçлĕхне хывнă
- 1969 — АПШ хĕçпăшаллă вăйĕсенче тетел кĕртнĕ
Авăн, 3
[кодне тӳрлет]Терроризма хирĕçле кĕрешессипе пĕр кăмăллăх кунĕ
- 301 — таса Марин Сан-Марино республикине никĕсленин халаплă кунĕ (ялав — капăрл.)
- 1260 — монголсене Палестинăра Айн-Джалут патĕнчи çапăçура çĕнтереççĕ
- 1752 — Аслă Британипе колонисен кун-çулĕнче пулман кун: григорий календарĕпе авăнăн 2-мĕшĕ хыççăн 14-мĕшĕ пулать
- 1783 — Версаль лăпкăлăх килĕшĕвĕ: Аслă Британи АПШ ирĕклĕхне йышăнать
- 1933 — Евгений Абалаков СССР чи çӳллĕ ту тăррине — Сталин тăррине хăпарать
- 1939 — Аслă Британи, Франци, Инди, Австрали тата Çĕнĕ Зеланди Германие хирĕçле вăрçăпа тухаççĕ
- 1942 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинчи еврейсен пĕрремĕш пăлхавĕ (Лахва патĕнче, хальхи Брест облаçĕ)
- 1967 — H кун: Швеци сылтăм енлĕ куçăма йышăнать
Авăн, 4
[кодне тӳрлет]- 1479 — тăватă çул тăршшĕ португалсемпе кĕрешнĕ хыççăн Испани Канар утравĕсене ярса илет
- 1781 — куçса килнĕ 44 испан çынни Калифорнире Лос-Анджелес хулана никĕсленĕ
- 1821 — Александр I Аляскăран Орегона çити Америкăн пайне Раççей сĕмне кĕртет, Аляскăн шывĕсене ютçĕр карапĕсене кĕме чарать
- 1870 — Францире Наполеон III императора астул çинчен кăларса çапнă, Виççĕмĕш республикăна туса хунă.
- 1913 — Борис Вилькицкий экспедицийĕ (капăрл.) II Микулай çĕрне уçать
- 1975 — «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» телепередачăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1998 — Ларри Пейджпа Сергей Брин «Google» компание никĕсленĕ
- 1999 — Буйнаксра (Дагестан) нумай хваттеррлĕ пурăнмалли çурта сирпĕтнĕ.
Авăн, 5
[кодне тӳрлет]- 1698 — Пётр I сухалпа çӳреме налук хунă
- 1774 — Филадельфире Пĕрремĕш Континент конгресĕ уçăлнă
- 1905 — Портсмут килĕшĕвĕпе Вырăс-япон вăрçи вĕçленет
- 1914 — Марна çапăçăвĕ, историри чи пысăк çапăçусенчен пĕрри
- 1918 — Раççей Совнаркомĕ хĕрлĕ террора пуçлас декрета кăларать
- 1945 — ГРУ шифровальщикĕ Игорь Гузенко канад влаçĕсене совет элчелĕхĕн çĕр ытла документа парать
- 1972 — Мӳнхен Олимпиадинчи теракт
- 1977 — планетăсем хушшинче çӳрекен автоматлă «Вояджер-1» аппаратне (капăрл.) космоса хăпартнă
Авăн, 6
[кодне тӳрлет]- Пирĕн эрăччен 3761 — еврей календарĕн пĕрремĕш кунĕ
- 1522 — Европăна историри пĕрремĕш тĕнче тавра шыв çӳревĕнчен «Виктория» карап таврăнать
- 1669 — турккăсем Канди венеци карманне 21 çул хушши хупăрласа тăни (капăрл.) вĕçленет
- 1847 — Генри Дэвид Торо Уолден пĕви хĕрринчи шалашĕнчен Эмерсон çуртне куçать
- 1918 — «Чухăнсен сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
- 1952 — Женевăра Пĕтĕм тĕнчери автор правин конвенцийĕ çине алă пуснă
- 1955 — Стамбулра грек сахалрахăшне хирĕçле пăтăрмахсем сиксе тухнă
- 1991 — СССР Эстонин, Латвин тата Литван ирĕклĕхне йышăнать
- 1991 — Ленинграда историри Санкт-Петербург ятне тавăрнă
Авăн, 7
[кодне тӳрлет]- 1191 — Виççĕмĕш хĕрес харçи: Салах ад-Динпа Ричард Арăслан Чĕри хушшинчи Арсуф патĕнчи çапăçу
- 1776 — «Тимĕр шапа» шывай кимми(капăрл.) Çĕнĕ Йорк гаванĕнче сехетлĕ бомбăна лартма тăнă
- 1812 — Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи: Бородино çапăçăвĕ
- 1822 — Бразили Португалирен хăйĕн ирĕклĕхне çĕнсе илет
- 1901 — Ихэтуаньсен пăлхавĕ: Маньчжурин Цин империйĕ тата 11 патшалăх Юлашки протокол çине алă пуснă
- 1940 — Лондона нимĕçсем бомбăлама тытăннă, 50 каç пĕр канмасăр
- 1950 — Берлин варринче Гогенцоллернсен керменне çĕмĕрме тытăннă
- 1953 — Никита Сергеевич Хрущёва ССКП ТК Пĕрремĕш секретаре пулма суйланă
- 1998 — Google компанине никĕсленĕ.
Авăн, 8
[кодне тӳрлет]- 1380 — вырăс çарĕсем монгол-тутарсене Куликово çапăçăвĕнче çĕмĕрсе тăкаççĕ
- 1504 — Микеланджело флорентисене мрамортан ăсталанă Давид статуйине (капăрл.) кăтартать
- 1514 — Орша патĕнчи çапăçура вырăс çарне поляк-литва çарĕсем çĕнтереççĕ
- 1636 — АПШ чи ватă университечĕсенчен пĕррине, Гарвард университетне, никĕсленĕ.
- 1886 — Йоханнесбурга, Кăнтăр Африка Республикин чи пысăк хулине никĕсленĕ.
- 1900 — Галвестон ураканĕ Техасри Галвестон хулана аркатать
- 1941 — нимĕç çарĕсем Шлиссельбурга ярса илнĕ, Ленинград блокадăна лекет
- 1945 — американ çарĕсем Корей çурутравĕн кăнтăр енче анса ларма тытăннă
- 1951 — Сан-Францискора Японипе тăмарсем хушшинче лăпкăлăх килĕшĕвне çирĕплетнĕ
Авăн, 9
[кодне тӳрлет]- 1493 — Хорватие турккăсем.
- 1513 — Флодден патĕнчи çапăçу — Иаков IV Шотланди патшине акăнлчан çарĕсем çĕнтереççĕ, хăйне вĕлереççĕ.
- 1776 — Çурçĕр американ колонисен пĕрлешĕвĕ хăйне АПШ теме пуçланă.
- 1801 — Санкт-Петербургра Хусан соборĕн (капăрл.) никĕсне хунă.
- 1886 — Бернра автор правин облаçĕнче тĕнчери пĕрремĕш килĕшӳ.
- 1905 — Раççейре университетсен автономийĕ тата ректорсене суйлама право паракан хутай тухнă.
- 1913 — вырăс вăрçă вĕçевçи Пётр Нестеров чи пĕрремĕш кăткăс пилотажăн «вилĕм йăлмакĕ» фигурине пурнăçланă.
- 1999 — Мускаври Гурьянов урамĕнчи сирпĕнӳре 100 ытла çын пĕтнĕ.
- 2001 — Пярну хулинче пурăнан 68 çын метил спирчĕпе наркăмăшласа вилнĕ.
Авăн, 10
[кодне тӳрлет]- 1627 — кардинал Ришелье Ла-Рошельре Анри де Роган ертсе пынă гугенотсене хупăрласа илнĕ
- 1693 — Пётр I хушнипе 24 тупăллă «Таса Павăл» карапа тума тытăнаççĕ.
- 1725 — Екатерина I Александр Невскин орденне хута кĕртнĕ.
- 1839 — Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçине асăнса Çăлăвçă Христос храмĕн никĕсне мăнаçлăн хунă.
- 1855 — Крым вăрçи: Англи, Франци тата Сардини çарĕсем Севастополь хулана туртса илеççĕ.
- 1894 — Лондонра, тĕнчере пĕрремĕш, автомобиле ӳсĕр пуçпа тытса пынăшăн водителе штрафланă.
- 1919 — Сен-Жермен керменĕнче (капăрл.) Антанта патшалăхĕсемпе Австри хушшинчи лăпкăлăх килĕшĕвĕ çине алă пуснă
- 1960 — XVII çуллахи Олимп вăййисенче марафон ăмăртăвĕнче кунчен паллă пулман çара уран чупнă эфиоп спортсменĕ Абебе Бикила çĕнтерет.
Авăн, 11
[кодне тӳрлет]Танкист кунĕ Раççейре
- 813 — Анăç императорĕ Аслă Карл I хăйĕнпе пĕрле астула Ырă чыслă I Людовика лартнă
- 1794 — Францин Аслă революцийĕ: Наци конвенчĕ Хаксен максимумĕ декрета йышăнать
- 1832 — Санкт-Петербургра Александр театрĕне уçнă
- 1944 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: АПШ, китлĕре хирĕçле коалици патшалăхĕсенчен пĕрремĕш Германи территорине кĕрет
- 1957 — СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ хуласене, савутсене парти ĕçченĕсен ятне пурăннă чухне пама чарнă
- 1973 — Чилири çар пăтăрмахĕ. Альенде Сальвадор президент сарăмсăр вилет, влаçа Аугусто Пиночет ярса илет
- 2001 — 2001 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнчи террор акчĕсем: Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ центрĕн турулĕсене (капăрл.) пĕтернĕ тата Пентагон çуртне хытă аркатнă
Авăн, 12
[кодне тӳрлет]- 1683 — Ян Собеский Венăран турккă хупăрлавне сирсе янă
- 1847 — Американ-мексикан вăрçи: Мехикори Чапультепек керменĕшĕн çапăçусем пуçланнă
- 1940 — франци яшĕсем Ласко çĕр хăвăлĕнче (капăрл.) историченхи ӳкерчĕксене тупнă
- 1942 — британсен «Лакония» лайнерне шыва путарнă
- 1943 — Отто Скорцени Бенито Муссолинине тыткăнран хăтарнă
- 1948 — инди çарĕсем Хайдарабада тапăнса кĕнĕ
- 1959 — советсен планетăсемм хушшинче вĕçекен «Уйăх-2» станцине космоса хăпартнă
- 1974 — растафариансем Джа турăн çĕр çинчи сăнарĕ вырăнне хунă Эфиопин Хайле Селассие I императорне астулран хăтарнă.
Авăн, 13
[кодне тӳрлет]- 533 — Децим патӗнчи ҫапӑҫу: Велизарий вандалсенчен Карфагена ҫӗнсе илнӗ.
- 1736 — Челепи хулине никĕсленĕ.
- 1812 — Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи: Филири вăрçă канашĕнче Мускава ҫапӑҫусӑр хӑварма килӗшсе татӑлнӑ. (капăрл.)
- 1880 — Саша Чёрный, вырăс сăвăçи, çыравçи çуралнă.
- 1939 — Гунтис Улманис, 1993-1999 çулсенчи Латви президенчĕ çуралнă.
- 1959 — «Уйăх-2» космос аппарачĕ чи малтан Уйăх çине анса ларнă.
- 1966 — Албани Варшавăри килĕшӳ организациĕнчен тухнă.
- 1978 — Громыко Ольга Николаевна, çыравçă çуралнă.
- 1999 — Мускаври Кашир шоссе çинче вырнаçнă пурăнмалли çурт сирпĕннĕ.
- 2003 — Егоров Валерий Петрович, литература тишкерӳçи, публицист вилнĕ.
Авăн, 14
[кодне тӳрлет]- 1321 — Данте Алигьери, Итали сăвăçи вилнĕ. (капăрл.)
- 1812 — Наполеон çарĕсем Мускава кĕнĕ.
- 1853 — Турци Раççейпе вăрçă пуçланă (Крым вăрçи).
- 1893 — Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, драматург çуралнă.
- 1901 — Викторов Иван Викторович, сăвăç, драматург çуралнă.
- 1917 — Нарăс революцийĕ пулса иртнĕ, патшана астултан кăларса сирпĕтнĕ. Вăхăтлăх правительстви Раççее республика шайне кĕртнĕ.
- 1924 — Артемьев Александр Спиридонович, прозаик, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çуралнă.
- 2003 — Референдум иртернĕ хыççăн Эстони Европа Пĕрлешĕвне кĕнĕ.
Авăн, 15
[кодне тӳрлет]- 1890 — Агата Кристи, акăлчан çыравçи çуралнă. (капăрл.)
- 1907 — Фэй Рэй, американ актриси çуралнă.
- 1913 — Кипек Дмитрий Афанасьевич, прозаик çуралнă.
- 1935 — Германин патшалăх ĕлемĕ вырăнĕнче свастика пулса тăнă.
- 1945 — Антон Веберн, австри кĕвĕçи вилнĕ.
- 1975 — Сухой Павел Осипович, совет авиаконструкторĕ вилнĕ.
- 1983 — Кстово хулин гербне йышăннă.
- 2000 — Сидней хулинче олимп вăййисем уçăлнă.
Авăн, 16
[кодне тӳрлет]- 1492 —Колумбăн пĕрремеш экспедицийĕнче Саргасс тинĕсне уçнă. (капăрл.)
- 1654 — Вырăс çарĕсем Польшăран Смоленск хулине каялла тытса илнĕ.
- 1745 — Кутузов Михаил Илларионович, чаплă вырăс çарпуçĕ, генерал-фельдмаршал çуралнă.
- 1810 — Мексика Испанине пăхăнманни çинчен пĕлтернĕ, унпа вăрçă пуçланă.
- 1824 — Людовик XVIII, Франци патши вилнĕ.
- 1918 — Хĕрлĕ Ялав орденне йĕркеленĕ.
- 1931 — С. В. Образцов пукане театрĕ никӗсленӗ. (капăрл.)
- 1956 — Микки Рурк, американ кино актёрĕ çуралнă.
- 1993 — Виръял Юрий Петрович, сăвăçă, куçăруçă вилнĕ.
Авăн, 17
[кодне тӳрлет]- 1176 — Мириокефаль патĕнчи çапăçу: грексем Кĕçĕн Азие пăхăнтарса тăрас çапăçăва выляса яраççĕ
- 1668 — Жан Батист Мольер вырăссен Петр Потёмкин элчине хисеплесе (капăрл.) спектакль кăтартнă
- 1787 — Филадельфин Конституци конвенчĕ АПШ Конституцине йышăнать
- 1916 — «Хĕрлĕ барон», Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчи нимĕçсен чи маттур вĕçевçĕ-асĕ, хăйĕн пĕрремĕш çапăçăвĕнче çĕнтерет
- 1922 — Берлинра тĕнчере пĕрремĕш халăх умĕнче сасăллă фильма кăтартнă
- 1939 — совет çарĕсем Польша чиккине каçаççĕ те вăрçмасăрах унăн тухăç çĕрĕсене ярса илеççĕ
- 1954 — Çĕнĕ Çĕр çинче советсен йĕтре полигонне туса хунă
- 1991 — Линус Торвальдс Linux операци системин пуçламăш кодне çырса хыпарланă
Авăн, 18
[кодне тӳрлет]- 1810 — Чили хăйĕн пăхăнманлахĕ çинчен пĕлтернĕ.
- 1812 — Наполеон I Мускав Кремĕлне (капăрл.) пурӑнма куҫнӑ.
- 1882 — Авилов Михаил Иванович, вырăс живописецĕ, баталист çуралнă.
- 1918 — Чĕмпĕр хулине хĕрлисем ярса илнĕ.
- 1933 — СССР Ницисен Лигине кĕнĕ.
- 1939 — Жоржи Сампайю, Португали президенчĕ çуралнă.
- 1980 — Кэтрин Энн Портер, американ çыравçи вилнĕ.
- 2004 — Румянова Клара Михайловна, совет кино актриси вилнĕ.
Авăн, 19
[кодне тӳрлет]- 1618 — Пльзене хупăрлани, Вăтăр çуллă вăрçăри пĕрремĕш пысăк çапăçăвĕ
- 1783 — монгольфьер вĕçевĕ (капăрл.), Людовик XVI така, автан тата кăвакал лартнă аппарат Версальрен илсе каять
- 1888 — Бельгири Спа курортĕнче историре пĕрремĕш илем ăмăртăвĕ иртет
- 1893 — Çĕнĕ Зеланди, тĕнчере пĕрремĕш хĕрарăма суйлав правине парать
- 1928 — Çĕнĕ Йоркра Микки Маус пирки пĕрремĕш мультфилм премьери иртет
- 1939 — Хĕрлĕ çарсем Вильнюс хулине кĕнĕ.
- 1941 — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: Кейӳ парăнать
- 1952 — маккартизмăн тӳпи: Чарли Чаплина коммунистсем майлă тесе айăпланă
- 1982 — Скотт Фалман пĕрремĕш иккĕ — :-) тата :-( — смайликсене сĕннĕ.
Авăн, 20
[кодне тӳрлет]- П. эрч. 480 — Ксеркс I Афинсем хулине туртса илсе Акропольти тасалăх вырăнне çунтарса янă, çапах пулин те п. эрч. 480 çулхи авăнăн 20-мĕшĕнче Саламин патĕнчи çапăçура перссен флотне Фемистокл çапса аркатнă, патши вара тарса çăлăннă.
- 1187 — Салах ад-Дин Иерусалима хупăрланă
- 1378 — Роман-католици чиркĕвĕн аслă арканăвĕ
- 1519 — Магеллан Санлукар-де-Баррамеда портĕнчен тинĕсе тухать
- 1854 — Альма çапăçăвĕ, Крым вăрçи пысăк çапăçавĕ
- 1870 — Итали пĕрлешĕвĕ: берсальерсем, Пий хапхи патĕнчи Аврелиан хӳмине çемĕрсе (капăрл.), Рима кĕнĕ
- 1918 — баку комиссарĕсене персе пăрахнă
- 1946 — пĕрремĕш Канн кинофестивалӗ пуçтарăннă
- 1954 — «Фортранпа» çырнă пĕрремĕш прогаммăна компилленĕ те ĕçлеттернĕ
- 1994 — Бакура ĕмĕр контракчĕ çине алă пуснă
Авăн, 21
[кодне тӳрлет]- 1792 — Францире республика çуралать
- 1820 — Александр Пушкин генерал Инзов патне (капăрл.) Кишинёва çитнĕ
- 1921 — Оппаури химсавутри сирпĕнӳ, 600 яхăн çын пĕтет
- 1937 — Джон Толкинăн «Хоббит» повеçне пичетленĕ
- 1964 — Мальта Аслă Британине пăхăнма пăрахнă.
- 1993 — раççей президенчĕ Борис Ельцин Аслă Канаша салатни хутайне кăларнă
- 1999 — Тайваньре çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. 2000 ытла çын вилнĕ.
Авăн, 22
[кодне тӳрлет]- 1236 — Саул патĕнчи çапăçу: хĕçпе çӳрекенсен орденне пĕтерес тапхăр пуçланать
- 1735 — Роберт Уолпол Даунинг-стритĕнчи 10 № çурта кĕрет
- 1784 — Григорий Шелихов Кадьяк утравĕ çинче вырăссен Америкăри пĕрремĕш пĕрмай вырнаçнă вырăнне никĕслет
- 1792 — Франци республикин календарĕн пĕрремĕш кунĕ
- 1869 — Мюнхенра «Рейн ылтăнĕ» оперăн премьери иртет
- 1939 — Хĕрлĕ çарпа вермахтăн Брестри пĕрлехи парачĕ(капăрл.)
- 1980 — Саддам Хуссейн Ирана тапăнать
Авăн, 23
[кодне тӳрлет]- Шубун-но-хи, кĕркунне çĕрпе кун танлашни (Япони)
- Геноцида пула инкеке лекнĕ çынсен асăну кунĕ (Литва)
- 1803 — анкăл-маратх вăрçисем: анкăлсем, Артур Уэлсли ертсе пынипе пиллĕк ăстрăм чылайрах инди раджисен çарне çапса çĕмĕрнĕ
- 1821 — Грек революцийĕ: пăлхавçăсем Триполицăна кĕрсе мĕнпур мăсăльман халăхне касса вĕлернĕ
- 1846 — Иоганн Галле астроном, Урбен Леверье пĕлтрнине шута илсе Нептуна (капăрл.) уçать
- 1889 — Фусадзиро Ямаути выляв карттисене тăвакан компание, Nintendo, никĕслет
- 1905 — швед-норвег унине пăсакан Карльстад килĕшĕвĕ
- 1913 — франци вĕçевçи Ролан Гаррос историре пĕрремĕш Вăтаçĕр тинĕсĕ урлă каçать
- 1924 — Санкт-Петербург шыв айне пулнă. Нева шывĕ ординартан 380 см çӳлĕрех хăпарнă.
- 1932 — Хиджаз тата Неджд Сауд Аравийĕ патшалахне кĕрессине пĕлтернĕ
- 1989 — Азербайджанăн патшалăх чĕлхи шутне азербайджан чĕлхине кĕртнĕ.
Авăн, 24
[кодне тӳрлет]- 622 — Хиджра: Мухаммед Ясриб (Медину) килнĕ
- 1664 — анкăлсен экспедицийĕ голландсен Çĕнĕ Амстердам колонине ярса илнĕ
- 1841 — Бруней султанĕ Саравака Брук Джеймс авантюриста панă
- 1852 — дирижабль çинче Анри Жиффар франци çынĕ пĕрремĕш вĕçнĕ
- 1877 — Кагосимăна (капăрл.) правительство çарĕсем илнĕ хыççăн Сацума пăлхавĕ вĕçленнĕ; «юлашки самурай» сеппуку тунă
- 1959 — пичетрен Гюнтер Грассăн «Шуç параппан» романĕ тухнă
- 1960 — АПШ-ра «Энтерпрайз» пĕрремĕш атом авиаци карапне шыва антарнă
- 1991 — Nirvana рок-ушкăнĕн Nevermind альбомĕн релизĕ
Авăн, 25
[кодне тӳрлет]- 1066 — Стамфорд-Бридж патĕнчи çапăçу хыççăн викингсем Англи çине тапăнма пăрахнă
- 1396 — Вăтам ĕмĕрсенчи Европа кун-çулĕнчи «юлашки хĕрес харçи»
- 1493 — Христофор Колумб хăйĕн иккĕмĕш Америка çыранĕсем патне çул çӳревне тухнă
- 1513 — Нуньес де Бальбоа (капăрл.) Дарьен кряжĕ тăрринчен европейсен пĕрремĕш Лăпкă океана курнă
- 1555 — Аугсбург тĕн тĕнчи гарантировал свободу вероисповедания для имперских сословий
- 1854 — Крым вăрçинче Севастополе хӳтĕлеме тытăннă
- 1956 — эксплуатацие пĕрремĕш трансатлантика телефон кабельне (TAT-1) кĕртнĕ
- 2002 — Бодайбо çумĕнче Витим боличĕ ӳкнĕ
Авăн, 26
[кодне тӳрлет]- 1580 — Фрэнсис Дрейк Плимута «Ылтăн пăлан» (капăрл.) галеон çинче çĕр тавра çул çӳреврен таврăннă
- 1687 — Франческо Морозини Парфенона бомбăланă
- 1782 — Петербургра Паизиеллон «Севилья цирюльникĕ» оперин премьери иртнĕ
- 1918 — «Чухăнсен сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
- 1981 — Боинг-767 пĕрремĕш вĕçеве хăпарнă
- 1983 — подполковник Станислав Петров тапранас йĕтре вăрçине сирсе янă
- 1991 — «Биосфера-2» эксперимент пуçланнă
- 2003 — Нупедие чарса лартнă
Авăн, 27
[кодне тӳрлет]- 1821 — Мексика Испанирен ирĕклĕх туяннă
- 1822 — Жан-Франсуа Шампольон Розетта чулĕ шифрĕн тупсăмне пĕлтернĕ
- 1829 — дерпт профессорĕ Паррот пĕрремĕш Мăн Арарат (капăрл.) çине улăхнă
- 1905 — Annalen der Physik журнал редакцине Эйнштейнăн статьи çитнĕ, унта E=mc² танлашу пулнă
- 1921 — Чăваш патшалăх издательствине йеркеленĕ.
- 1940 — Германи, Итали тата Япони Виçьенлĕ пакта йĕркеленĕ
- 1977 — Чернобыль АЭС — Украинăри пĕрремĕш электростанци — пĕрремĕш электроюхăма кăларнă.
- 1983 — Ричард Столлмэн каланипе GNU проекчĕнче Unix -пĕрлештӳллĕ операци системи — тумалла
- 1997 — Марс çийĕнче пулнă Mars Pathfinder аппаратпа юлашки çыхăну сеансĕ
Авăн, 28
[кодне тӳрлет]- 1066 — нормансем Англие туртса илни пуçланнă
- 1542 — Хуан Родригес Кабрильо португал европейсенчен пĕрремĕш Калифорни çыранĕ хĕррине ҫитнӗ (капăрл.)
- 1708 — Лесная патĕнчи çапăçура Аслă Петĕр ертсе пынă ушкăн шведсен корпусне аркатнă
- 1896 — тăваттă Пате пĕртăван пĕрремĕш киностудисен пĕррине йĕркеленĕ
- 1939 — вермахт вăйĕсем Варшавăна çĕнсе илнĕ, Мускавра совет-герман туслăхпа чикĕ килĕшĕвĕ çине алă пуснă
- 1968 — американ сутав хит-парадĕнче пĕрремĕш вырăна Hey Jude тухнă
- 1991 — «Октябрь çулĕ» хаçата хальхи «Çĕрпӳ хыпарçи» ята панă.
- 1994 — «Эстони» паром (капăрл.) Балти тинĕсĕнче шыва путнă, 852 çын пĕтнĕ.
Авăн, 29
[кодне тӳрлет]- 1907 — Санкт-Петербургпа Мускавăн футбол командисен пĕрремĕш юлташла матчĕ
- 1911 — Итали Турци çине вăрçăпа тухнă
- 1918 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи: Антанта çарĕсем Гинденбург йĕрне татса каçнă
- 1922 — Петроградран «философи пăрахучĕ» (капăрл.) тухса кайнă
- 1932 — Çĕнĕ Йоркра паллă «Тӳпе çурчĕ çинче апатланни» фотографие ӳкерсе илнĕ
- 1941 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: Бабий Ярта массăллă вĕлерӳ пуçланнă
- 1954 — Европăри йĕтре тĕпчевĕсен йĕркелĕвĕ
- 1957 — Кыштым аварийĕ, СССР территоринчи пысăк техногенла катастрофи
Авăн, 30
[кодне тӳрлет]Раççейри Тетел кунĕ, Тĕнчери тăлмач кунĕ
- 1567 — Тĕн вăрçисем: Нимре католиксене вĕлерни
- 1791 — Венăри «Ауф дер Виден» театрта «Асамлă флейта» оперăн премьери иртнĕ
- 1868 — Испанири мухтавлă революци: 35 çул хушши астулра ларнă Изабелла II хĕрарăм патшана (капăрл.) çĕршывран хăваласа янă
- 1908 — МПТ тĕнчере пĕрремĕш «Сенкер вĕçен кайăк» пьесăна кăтартнă
- 1916 — Ян Нагурский М-9 гидросамолёт çинче «вилĕм йăлмакне» тунă
- 1938 — Чехословакие ваклас мюнхенри килĕштерĕвĕ
- 1966 — Ботсвана хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕ.
- 1980 — Ethernet стандартне кăтартнă
- 2005 — дансен пĕр хаçатĕнче Мухаммад пӳлĕхçĕн витлев карикатурисене пичетленĕ