[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Раççей Федерацийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Раççей ҫинчен куҫарнӑ)
Россия

Раççей Федерацийĕ

Раççей ялавĕ Раççей гербĕ
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Тĕп хула Мускав
Чи пысăк хула Мускав
Президент Улатимĕр Путин
Премьер-министр Михаил Мишустин
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
1 вырăнта
17 125 191 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2023)
 - Йышлăхĕ
7 вырăнта
146 447 424
8,55/км²
Валюта ячĕ (RUB)
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +02 пуçласа +12 таран
Патшалăх гимнĕ Раççей гимнĕ
Тетел доменĕ .ru, .su, .рф
Тел. префиксĕ 7

Раççей (выр. Россия) е Раççей Федерацийĕ, кĕске РФ (выр. Российская Федерация) — Тухăç Европăри тата Çурçĕр Азири патшалăх. Раççей — тĕнчери чи пысăк патшалăх, унăн территорийĕ тĕнчери йышăннă чикĕсенче 17098246 км²[1].

Раççей Федерацийĕ вунпĕр сехет тăрăхĕнчен тăрать, вăл вунтăватă çĕршывпа чикĕленет. Пурăнан халăх йышĕпе тĕнчере тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Чи пысăк тата тĕп хули — Мускав. Патшалăхри тĕп культура хули вырăнĕнче Санкт-Петербург шутланать, халăх йышĕпе вăл иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ытти пысăк[2] хуласем: Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.

Çĕршывăн мĕнпур çĕрĕсенчи патшалăх чĕлхивырăс чĕлхи, хăшпĕр регионсенче хăйсен патшалăх тата официаллă чĕлхесем. Укçа виçи — раççей рублĕ.

РФ — тĕрлĕ этнос тата культура нумайлăхлĕ Нумай нациллĕ патшалăх[3]. 2010 çулта пурăнан халăх çырса тухнипе, çав шутрах Крым тата Севастополь (2014 çул хыççăн), çĕршывра 190 ытла национальнăç пуррине палăртнă, вĕсен хушшинче вырăссем — 80 %, вырăс чĕлхипе 99,4 % ытла раççейсем калаçаççĕ[4]. Пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ (75 % яхăн) православи тĕн йăлине тытса пурнать[5], çакна пула Раççей тĕнчери чи нумай йышлă православиллĕ çĕршыв шутланать.

Раççей — федерациллĕ президент-парламент республики. 1999 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнченпе (2008—2012 çулсенче Дмитрий Медведев президент пулнă) РФ президенчĕн вырăнне Владимир Путин йышăнать. 2020 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнченпе правительство председателĕМихаил Мишустин.

Раççей 18 патшалăхсемпе чикĕленет (вунулттăшĕпе — çĕрпе, те иккĕшĕпе — тинĕспе). Раççей йышне унăн конституципе 89 субъектсем кĕреççĕ, вĕсенчен — 48 облаç, 24 республика, 9 край, 3 федераллă пĕлтерӳпе хула, 4 автономиллĕ округ тата 1 автономиллĕ облаç. Пĕтĕмпе çĕршывра 157 пин пурăнан вырăнсем[6].

Раççей — ядерлă патшалăх[7][8]. Космос патшалăхсенчен пĕрри[9][10]. Раççей ПНО Хăрушсăрлăх Канашне ялах хутшăнакан, вето правипе кӗрет. Çавăнпа, Раççей нумай тĕнчери организацисенче пур: ПНО, G20, ЕАЭП, ППП, КХКО, ТСО, OSCE, SCO, APEC, БРИКС, ТОК тата ыттисем.

1991 вĕçĕнче ССРП арканăвĕ хыççăн тĕнчери пĕрлешӳ Раççее ССРП-н тĕпкĕчĕ пекех йышăннă.

2021 çулхи ШПП-н калăпăшĕ (номиналлă) — 1,8 трлн доллар, Раççей унта 11-мĕш вырăнта вырнаçнă (анчах ИПП-пе 6-мĕш вырăнта).

Раççей вунтăваттă ирĕклĕх (ПНО-çĕршывсен нумайрахăшĕ йышăннă) патшалăхĕсемпе чикĕленет.

çавăн пекех Раççейĕн тинĕс чиккисем пур.

Чи пысăк хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Миллион ытла çын çак хуласенче пурăнать: Мускав, Санкт-Петербург, Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшĕ, 4/5 пайĕ Европа енĕнче пурăнать: вырăссем (79,8 %), тутарсем (3,8 %), украинсем (3 %), чăвашсем (1,2 %), пушкăртсем (0,9 %), чеченсем (0,9 %), эрменсем (0,8 %)[12]. Хула çыннисем 73%.

Тĕплĕнрех Раççей халăхĕсен чĕлхисем статьяна вулăр.

Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.

Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.

Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ

Авалхи славянсемруссем IX ĕмĕр
Киев Руçĕ 862—1242
Вырăс кнеçлĕхĕсем XII—XVI:
• Новгород республики 1136—1478
• Улатимĕр кнеçлĕхĕ 1157—1363
• Литва, Вырăс, Жемойта тата урăххисем 1236—1569
Мускав кнеçлĕхĕ 1263—1478
Вырăс патшалăхĕ 1478—1721
Раҫҫей империйӗ 1721—1917
 Раççей республики 1917
• Совет Раççейĕ 1917—1922
• Альтернативлă йĕркелӳсем 1917—1924
Совет Союзĕ 1922—1991
Раççей Федерацийĕ 1991 çултанпа


Ертӳçисем | Хронологи | Экспанси
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922
Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991

Проект | Портал | Категори

Раççей кунçулĕн тапхăрĕсем[13]:

Федераци тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Раççей Федерацийĕ 89[18] субъектсенче пайланă. РФра 6 субъект тĕсĕ пур. Ку 24 республика, 9 ен, 48 облаç, 4 автономи тăрăхĕ, 1 автономи облаçĕ тата 3 федераллă пĕлтерĕшпе хула.

РФ субъекчĕсен картти[19]

Субъектсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Республикасем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Автономи тăрăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Автономи облаçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Федераллă пĕлтерĕшпе хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Федераци тăрăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Федераци тăрăхĕсен картти
Федераци тăрăхĕсен картти

РФре 8 федераци тăрăхĕсем пур. Кашни тăрăхра президент элчи пур.

Экономика районĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Экономика районĕсен картти
Экономика районĕсен картти

Раççей Федерацинче 12[21] экономика районĕ пур. Калининград облаçĕ ку уйрăм экономика район, пĕр субъект унăн тытăмĕнче[22].

  • Kniivilä, Kalle. La strato de Tanja: Vivo en Rusio 1917-2017, Novjorko, eld. Mondial, 2017, 159 paĝoj.
  • География России: Энциклопедический словарь. М., 1998.
  • Геологическое строение СССР и закономерности размещения полезных ископаемых. В 10-ти тт. Л, 1984—1989.
  • Красная книга Российской Федерации: Животные. М, АСТ, 2001. ISBN 5-17-005792-X.
  • Новая Российская Энциклопедия, Природа России, т. 1, с. 11—157. М., Энциклопедия, 2003. ISBN 5-94802-003-7
  • Волкова О. А., Борсук О. А., Бадюков Д. Д. География России. М., Энциклопедия. 2005. ISBN 5-94802-011-8).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Федеральная служба государственной регистрации, кадастра и картографии (Росреестр). Земельный фонд Российской Федерации на 1 января 2011 года(ĕçлемен каçă) (стр. 223)
  2. ^ Миллион ытларах çын
  3. ^ Этнокультурное многообразие России. www.national-mentalities.ru.
  4. ^ Раççей халăхĕ ПРЭ-нче
  5. ^ ВЦИОМ: Православными себя считают 75 % россиян. // РБК, 30.03.2010
  6. ^ Российская Федерация. Статистическая информация. Федеральная служба информации России.
  7. ^ Стратегическое ядерное вооружение России.
  8. ^ Podvig P. Russian Strategic Nuclear Forces, ed. by Frank N. von Hippel, MIT Press, 2004
  9. ^ Кошкин П. Г. Экспертный и журналистский дискурс вокруг второй космической гонки между Россией, США и другими странами.
  10. ^ Россия останется космической державой, заявил эксперт (2019-12-04).
  11. ^ 1 тата 2 ПНО шухăшĕпе ку Грузи пайĕ.
  12. ^ 2010 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕ çинчен 2022 ҫулхи Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. // Российская газета — Федераллă выпуск № 5660 (284). 22.12.2011
  13. ^ Раççей кунçулĕ. XX ĕмер. 11 класс: Вĕренӳ кĕнеки пĕтĕм-пĕлӳ шкулĕсемшĕн (выр. Учебник для общеобразовательных учебных заведений), ред. А. В. Рассказова
  14. ^ Kyivan Rus’.
  15. ^ БРЭ Санкт-Петербург(ĕçлемен каçă)
  16. ^ Патшалăх ытти ячĕсем: Раççей Совет Республики (Юпа, 25 1917 çултан), Раççей Социалисăмлă Федерациллĕ Совет Республики (çĕртме, 19 1918 çултан), Раççей Совет Федерациллĕ Социалисăмлă Республики (Раштав, 5 1936 çулта)
  17. ^ № 2094-I РСФСР саккунĕ Раштав, 25 1991 çултан «Раççей Совет Федерациллĕ Социалисăмлă Республики патшалăхĕ ячĕн çĕнĕтни çинчен» (выр. «Об изменении наименования государства Российская Советская Федеративная Социалистическая Республика»)
  18. ^ РФ конституцийĕ
  19. ^ йышăнман РФ тытăмĕнче Запорожье, Херсон облаçĕсемпе, Донецк Халăх, Луганск Халăх, Крым Республикисемпе, Севастополь хулипе
  20. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 ПНО шухăшĕпе ку Украина пайĕ
  21. ^ Федеральный центр информатизации Счётной палаты Российской Федерации 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  22. ^ Федераци саккунĕ