[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Çăлтăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çăлтăр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хĕвел — пире чи çывăх çăлтăр

Çăлтăртӳпери ĕскер, хăйĕнчен тухакан çутăпа çутатаканскер. Ытти ĕскерсенчен килсе хăйĕн çинчен сулăннă çутăпа йăлтăртатакан тÿпери ĕскерсене çăлтăр темеççĕ.

Чи ҫывăх çăлтăр — Хĕвел. Ытти çăлтăрсем те çавнашкал объектсемех, анчах та, Çĕртен аякра пулнипе, каçхи тӳпере çутă пăнчă пек çеç курăнаççĕ. Кăнтăрла вара çăлтăрсен çутине Хĕвел ялкăшăвĕ хупласа хурать.

Хĕвел масси:  кг
Хĕвел çутăлăхĕ:  Вт
Хĕвел радиусĕ: м

Урăх çăлтăрсен массине, çутатаслăхне, радиусне тата ытти хаписене пĕрчĕ шутланакан çак капсем çине таянса кăтартаççĕ.

Çывăх çăлтăрсем патне çитмелли хушăна çулталăкри параллакс меслечĕпе тупаççĕ. Сăмахран, Вега çăлтăр патне çитмелли хушăна Раççей астрономĕ Струве Василий Яковлевич 1837-мĕш çултах тĕплĕн палăртнă[1].

Иккĕлле çăлтăр шутĕнчи çăлтăрăн йывăрăшне тĕп-тĕрĕс виçме пулать. Ăна Кеплерăн виççĕмĕш саккунĕпе шутласа тупаççĕ. Çак тупсăмăн йăнăшлăхĕ — 20% — 60%, чылайрах вăл çăлтăр патне çитмелли хушăна виçес йăнăшлăхĕнчен килет. Пур чухне те çăлтăрсен йывăрăшне тӳрĕ мар кăтартусем урлă (тĕслĕхрен, çăлтăр çуттин хăвачĕ) шутласа кăлараççĕ. [2].

Çăлтăрсен тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăрсен çуралăвĕ тата аталанăвĕ (эволюцийĕ)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Çăлтăр эволюцийĕ

Çăлтăрăн ĕмĕрĕ сивĕ сайра газ пĕлĕтĕнчен пуçланать, çак пĕлĕт харпăр хăйĕн туртăм вăйĕпе чăмăртанма тытăнать. Чăмăртаннă чухнехи гравитаци хăвачĕ ăшша каять, газовой глобулы температури ӳссе пырать. Тĕшĕри температура темиçе миллион Кельвина çитсен термотĕшĕллĕ хутшăнусем тапранаççĕ те пăчăртану чарăнать. Çак тапхăр çăлтăр кун-çулĕн вăрăм пайĕ пулать, ун чух, вăл тĕшĕре çунăк янтăхĕ пĕтичченех, Герцшпрунг — Рассел диаграммин тĕп умлăн-хыçлăнлăхĕнче курăнать. Çăлтăр варринче пур водород гелие куçса вĕçленсен, гелий тĕшшин хĕрринче малалла тăсăлать.

Çак вăхăтсенче çăлтăр ăшчикĕ самаях улшăнать. Унăн çутăлăхĕ ӳсет, çӳлти сийĕсем сарăлса пыраççĕ, çийĕнчи температури ӳкет — çăлтăр хĕрлĕ гигант шайне куçать. Изотермиллĕ гелий тĕшшин йывăрăшĕ пысăкланса кайсан, вăл хăйĕн пусăмне чăтаймасăр пăчăртанма тытăнать; çак ĕçре çӳле хăпарса каякан температура термотĕшĕллĕ гелий йывăрăшлă элементсене куçаççĕ.

Çăлтăрсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăрсене çутăлăхĕпе, массипе, çийĕнчи температурипе, химилле тытăмĕпе, спектр (Спектрла класс) уйрăмлăхĕпе тата темиçелĕхĕпе палăртаççĕ.

Темиçеллĕ çăлтăрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлтăр ушкăнĕсем пĕрреллĕ тата темиçеллĕ : иккĕллĕ, виççеллĕ тата нумайлă пулаççĕ. Пĕр ушкăна вунă çăлтăр ытла кĕрет пулсан, ăна çăлтăр кĕпĕрленчĕкĕ теççĕ.

Иккĕлле (темиçеллĕ) çăлтăрсем космослăхра питĕ чылай. Хăш шутсемпе галактикăри 70% çăлтăр темиçеллĕ [3]. Çĕр çумĕнчи 32 çалтăртан 12-шĕ темиçеллĕ, çав шутра 10 иккĕллĕ тата чи йăлкăр курăнакан çăлтăр — Сириус. Хĕвел системинчен 20 парсек хушăра 3000 çăлтăр, вĕсенчен çуррине яхăн – пур тĕсĕллĕ иккĕллĕ çăлтăрсем[4].

Пĕччен çăлтăрăн аталанăвĕ (эволюцийĕ)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

пĕчĕк массăллисем 0.08Msun<M*<0.5Msun

вăтам массăллисем
0.5Msun<M*<8Msun

пысăк массăллă çăлтăрсем
8Msun<M*<60-100Msun

0.5Msun<M*<3Msun 3Msun<M*<8Msun 8Msun<M*<10Msun M*>10Msun

тĕшшинче водород çунни

шурă гели карликĕсем

пĕтмен He тĕшши

пĕтмен He тĕшши

  гели хыпса кайни  

гели тĕшĕре тăнăç çунни

CO шурă карлик

пĕтнĕ CO тĕшĕ пĕтмен CO тĕшĕ
 

углеродлă дет.

углерод тĕшĕре çунни. CO —> Fe

углерод тĕшĕре çунни. C -> O, Ne, Si, Fe, Ni..

O,Ne,Mg…шурă карлик е нейтронлă çăлтăр

çăтакан шăтăк

Пĕччен çăлтăрсен эволюцийĕн йĕрки. В. А. Батуринпа И. В. Мироновăн тăрăх

Çăлтăрсен палăртăвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пирĕн Галактикăра 100 млрд. ытла çăлтăр. Мăн телескопсемпе çапса илнĕ тӳпе сăнӳкерчĕкĕсенче çав тери нумай çăлтăр курăнать, вĕсене пурне те ят пани те усăсăр. Галактикăри 0,01 % яхăн çăлтăра каталога çырнă. Çапла, пысăк телескопа курăнакан нумай çăлтăра шутласа палăртман, шута кĕртмен.

Чи паллă çăлтăрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ят Урăх (тривиаллĕ) ят Çăлтăрлăх Çăлтăрăн курăмлă калăпăшĕ Çĕр çинчен çăлтăр çине çутă çитни (Çутăлла çул) Çырса кăтартни
1 Центаврти α Центавр проксими Центавр +11,09 4,225 Хĕвеле чи çывăх çăлтăр
2 Пысăк йытăри α Сириус Пысăк Йытă -1,43 8,58 Çĕр çинчен сăнамалли чи йăлтăркка çăлтăр
3 Кĕçĕн Алтăр Çăлтăрти α Поляр çăлтăрĕ Кĕçĕн Алтăр Çăлтăр +1,97 431,4 Паллă навигаци çалтăрĕ, çурçĕр тĕлне кăтартать
4 Кильти η Киль +6,21 7000–8000 Гипергигант. Чи пысăк та чи йăлтăркка çăлтăрсенчен пĕри, Хĕвелтен 5 млн хут çутăрах.
5 Скорпионри α Антарес Скорпион +1,06 604 Çĕре чи çывăх çăлтăрсенчен чи пысăкки те чи йăлтăркки. Мăн телескоп витĕр пăнчă пек мар, диск евĕр курăнать[5]
6 HIP 87937 Барнард çăлтăрĕ Çĕлен Йăтавçи +9,53 5,963 Чи пысăк харпăр куçăм хăвăртлăхлĕ çăлтăр
7 PSR B1919+21 (акăлч.) Тилĕ ? 2283,12 Пĕрремĕш уçнă пульсарсем (1967 çул)

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://genon.ru/GetAnswer.aspx?qid=2795002f-d1f6-49ac-b1fe-0a20fd5ad766
  2. ^ http://www.astronet.ru/db/msg/1188435
  3. ^ http://www.astronet.ru/db/msg/1188258
  4. ^ http://www.astronet.ru/db/msg/1171338
  5. ^ http://nauka.relis.ru/35/0210/35210066.htm 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.