[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

The Washington Post

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
The Washington Post
Тĕс Кашни кунхи хаçат
Формат A2
Редактор Маркус Брокли
Никĕсленĕ 1877

Веб-сайт www.washingtonpost.com

«Вашингто́н по́ст» (акăл. The Washington Post) — американ хаçачĕ. Вашингтон хулинче пичетленет. Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсен шĕкĕр хулин пысăк хаçачĕ, çаплах чи ваттисен шутне кĕрет.

Хаçата 1877 çулта Стилсон Хатчинс (Stilson Hutchins) йĕркеленĕ. 1880 çулта вырсарникун кăларăмне хушать, çак енпе эрнере 7 кун тухакан хаçат пулса тăрать. Тăхăр çул иртсен, хаçата çырăнтарас ĕçе аталантарас кампанире, харпăрçăсем Marine Band ушкăнĕн ертӳçне Джон Филип Сузе (John Philip Sousa) композитора марш çырма хушать. «Washington Post маршĕ» Сузе пултарулăхĕн паллă ĕçĕ шутланать.

1899 çулта, Испан-Американ вăрçи хĕрсе пынă чухне, хаçат Клиффорд Беррименăн (Clifford K. Berryman) «Remember the Maine» капăрлатăвне пичетлет.

2005 çулхи юпа уйăхĕ тĕлне, хаçата вулакансен шучĕ 715 181 çын (ĕç кунĕсенче), 983 243 (шăматкун) çитет. Çапла, вулавçăсен йышĕпе хаçат АПШ-ра 5-мĕш вырăнта шутланать. Вашингтонри çывăх конкуренчĕ — Вашингтон таймс.

2006 çулта 22 Пулитцер парнине, Ниманăн 18 стипендине тата Шурă çуртăн фотографĕсен ассоциацин парнине 368 Post журналисчĕ тивĕçнĕ.