1565
Курӑнакан калӑплав
Çулсем |
---|
1557 • 1558 • 1559 • 1560 — 1561 — 1562 • 1563 • 1564 • 1565 |
Вуннăçуллăхсем |
1540-мĕш • 1550-мĕш — 1560-мĕш — 1570-мĕш • 1580-мĕш |
Ĕмĕрсем |
XV ĕмĕр — XVI ĕмĕр — XVII ĕмĕр |
- кăрлач, 3 — Хаяр Йăван Александр Слободине пурăнма тухса кайнă та хăй астулран хăтарма ыйтнă.
- Руçре опричнина кĕртнĕ.
- çурла, 7 — пĕрремĕш пичетлевçĕ Иван Фёдоров тата унăн пулăшавçи Пётр Мстиславçă вырăсла иккĕмĕш кĕнекене — «Часовника» — пичетлеме хатĕрленнĕ.
- 1565—1566 — Кола çурутравĕнчи вырăссен пурăнан вырăнĕсене (Кола, Печенга мăнастăрĕ) антверпен купсисем çитнĕ.
- Испанире çĕрулмине ботаника тĕлĕнтермĕшĕ евĕр лартма тытăннă.
- Чӳк уйăхĕ — Нидерландсенчи дворянсен оппозицийĕ «Килĕшев», е «Компромисс» пĕрлешĕвне туса хунă.
Вăтаçĕр тинĕсĕн таврашĕ
- Çу уйăхĕнчен пуçласа авăн пуçламăшне çити — Оттоман империн çарĕпе флочĕ Мальта орденĕн Мальта утравĕсене хупăрланă.
- 1565—1571 — Филипп утравĕсене испансем туртса илнĕ.
- Виджаянагар çарне Таликот (Ракшас-Тагди) патĕнчи çапăçура Биджапур, Ахмеднагар, Бидар тата Голконда коалицийĕ çĕмĕрнĕ. Тăмăрсен çарĕсем тĕп хулана кĕрсе çаратнă, аркатнă. Виджаянагартан вассаллă кнеслĕхсем уйрăлаççĕ. Виджаянагар — тĕп хула - Пенуконда — пĕчĕк кнеçлĕх пулса тăрать.
- Флоридăра испансем Сент-Огастин хулана — Америкăри пĕрремĕш колоние — никĕс хывнă.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех: Категори:1565 çулта çуралнисем
- Кирос Педро Фернандес — испан тинĕс çӳревçи португал халăхĕнчен тухнăскер.
Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех: Категори:1565 çулта вилнисем
- Амсдорф Николаус — Мартин Лютерăн тусĕ тата ĕçтĕшĕ.
- Асикага Ёситэру — Японин Асикага ăратĕнчи 13-мĕш сёгунĕ (сэйи-тайсёгун).
- Конрад Геснер — швейцар ăсчахĕ-энциклопедисчĕ
- Лайнес Диего — иезуитсен орденне йĕркелекенсенчен пĕрри.
- Пий IV — рим паппи, раштав, 25, 1559 — раштав, 9, 1565.
- Чиприано де Роре — итал композиторĕ, фламанд этносĕнчен.
- Тургут-реис — паллă мăсăльман корсарĕ (приватир) тата Осман империн адмиралĕ. Сулейман I султан Джерба утравĕн кĕпернетĕрĕ, Осман тинĕс-çар вăйĕсен флотпуçĕ, Алжирăн тата Вăтаçĕр тинĕсĕн бейлербейĕ, санджакбейĕ тата Триполи паши пулнă.
- Фарель Гийом — паллă франци тата швейцар реформаторĕ.
- Феррари Лодовико — итал математикĕ, вăл тăваттăмĕш степеньлĕ танлăхăн пĕтĕмĕшле тупсăмне тупнă.
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |