Уста (юханшыв)
Уста — Кировпа Чулхула облаçĕ тăрăх юхакан юханшыв, Ветлугăн сулахай юппи.
Юханшыв тăршшĕ 253 çухрăм. Шывĕ 6 030 çх2 лаптăкран пуçтарăнать. Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать. Юханшывăн анатри пай кимĕпе çӳреме юрăхлă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Кировпа Чулхула облаçĕн чикки çывăхĕнче, Чулхула облаçĕнчи никам та пурăнман Фёдоровски ял патĕнче вырнаçнă. Вăл ял çывăхĕнче пуçланать те кăнтăралла юхма тытăнать. Киров облаçне кĕрсен кăнтăр-анăçалла юхма тытăнать. Çапла май юхса Навалихи ял çывăхĕнче каллех Чулхула облаçне кĕрет. Малалла вара пĕтĕм тăршшĕпе ун çĕрĕпе юхать. Шаранкă (выр. Шаранга) шывĕпе пĕрлешес умĕн хĕвеланăçнелле пăрăнать. Мăн Содомово (выр. Большое Содомово) ялĕ патне çитеспе çурçĕр-хĕвеланăçнелле юхма тытăнать. Арья шывĕпе пĕрлешсен каллех хĕвеланăçнелле пăрăнма тытăнать. Урень хулинчен иртсен шывĕ татах сулахаялла пăрăнать, кăнтăр-хĕвеланăçнелле çăврăнать. Малашне майĕпен сулахаялла пăрăнса юханшыв çулĕ кăнтăралла юхма пуçлать. Площаниха ялне хирĕç Ветлуга шывĕпе пĕрлешет.
Юпписем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшывăн пысăк юпписем: Олениха, Валька, Ункă (выр. Онка), Кĕçĕн Евлешке (выр. Малая Евлашка), Шăя (выр. Шея), Шаранкă (выр. Шаранга), Швеца, Лăнванкур (выр. Ленвангур), Кунашка, Хурашка (выр. Чернушка), Кунаш, Ашуя, Кашкăнтур (выр. Кашкендур), Церква, Боровка, Хурăнлă (выр. Берёзовка), Вая, Арья, Лукерья, Тăмта (выр. Темта), Щербачиха, Морква, Бычиха, Чернижка, Пуш (выр. Пустая), Хурăнлă (выр. Берёзовка), Шĕтĕркке (выр. Шадерка), Хура (выр. Чёрная), Хура (выр. Чёрная), Боровка, Шулькă (выр. Шолька), Вожня, Росомаха, Ижма, Кузиха.
Ял-хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв хĕрринче нумай ял-хула вырнаçнă. Пысăкраххисем çаксем:
- Тырышкино (ял);
- Вырăс Краи (выр. Русские Краи, ял);
- Типайки (ял);
- Щенники (ял);
- Кĕçĕн Уста (ял);
- Мăн Устински (ял);
- Чăртак (выр. Чердаки, ял);
- Мăн Содомово (ял);
- Мăн Сидорово (ял);
- Мăн Карпово (ял);
- Атазик (ял);
- Урень (хула);
- Уста (посёлок);
- Зубово (ял);
- Кириллово (ял);
- Драничнăй (ял);
- Староустье (ял);
- Мăн Утар (выр. Большие Отары, ял);
- Игнатьево (ял);
- Ёлкино (ял)