[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Чукотка автономиллĕ тăрăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чукотка автономлă округĕ
Чукоткакэн автономныкэн округ  

Чукотка автономлă округĕн ялавĕ Чукотка автономлă округĕн гербĕ
Тĕп хули Анадырь
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

7

721  481 км²
3,3

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

82

50  500 çын патнелле (2010)
2,4 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Инçет-Тухăç федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Инçет Тухăç экономика районĕ
Регион номерĕ 87
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Кĕпернатăр Роман Валентинович Копин[1]
Гимн
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +08
Чукотка самолётран пăхсан

Чукотка автономи тӑрӑхӗ е кӗске Чукотка (чук. Чукоткакэн автономныкэн округ, выр. Чукотский автономный округ) — Раççей çурçĕр хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Инçет Тухăç Федераллă Округне кĕрекен автономлă округ. Тӗп хули - Анадырь. Тинӗспе АПШпа чикӗлет.

Чукотка çурутравне, материк пайне тата темиçе утрав (Врангель, Айон, Ратманов тата ыттисем) çинче вырнаçнă. Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Беринг тинĕсĕсем хĕрринче выртать.

Пысăк юханшывĕсем — Анадырь (юпписем Майн, Шурă, Танюрер), Омолон, Великая, Амгуэма, Большой тата Малый Анюи. Чи пысăк кӳллисем — Хĕрлĕ, Эльгыгытгын, Пекульней.

Çутçанталăк ресурсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукоткăра çĕр айĕнчи пуянлăхсем нумай: нефть, çутçанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, ылтăн, тăхлан, вольфрам, чĕркĕмĕл. Чи паллă çĕруправсем: ылтăн çĕрĕ — Купол, Май, Каральвеемское; сапаланчăк ылтăн — Рывеемское, Пильхинкууль, Каральвеемское; тăхлан çĕрĕ — Пыркакайские штокверки, Иультин, Валькумей; вольфрам — Иультин; çĕр кăмрăкĕ — Анадырь хăмăр кăмрăк, Берингçĕр кăмрăк çĕруправĕсем. Врангель утравĕнче заповедник вырнаçнă.

Вырăнти халăхăн культурине упрама Эргырон ансамбль никĕсленĕ.

Округра — 49,5 пин çын пурăнать (2009). Вăтам йышлăхĕ — 0,07 çын/км², хулара пурăнакансен шучĕ — 66,4 % (2009). 1990--мĕш çулсенче халăх йышĕ виçĕ хут чакнă,вырăнти мар халăхсем кунтан тухса кайнă пирки. Каярах халăх шучĕ питех ылмашмасть. 1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи çыравсем тăрăх, округра çак халăх çыннисем пурăннă (пин çын):

Халăх 1939 1959 1970 1979 1989 2002 (* 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.)
Вырăссем 5,2 (24,1 %) 28,3 (60,7 %) 70,5 (69,7 %) 96,4 (68,9 %) 108,3 (66,1 %) 27,9 (51,9 %)
Чукчăсем 12,1 (56,3 %) 10,0 (21,4 %) 11,0 (10,9 %) 11,3 (8,1 %) 11,9 (7,3 %) 12,6 (23,4 %)
Украинсем 0,6 (2,7 %) 3,5 (7,6 %) 10,4 (10,3 %) 20,1 (14,4 %) 27,6 (16,8 %) 5,0 (9,2 %)
Эскимоссем 1,1 (2,3 %) 1,1 (1,1 %) 1,3 (0,9 %) 1,5 (0,9 %) 1,5 (2,85 %)
Эвенсем 0,8 (3,8 %) 0,8 (1,8 %) 1,1 (1,0 %) 1,0 (0,7 %) 1,3 (0,8 %) 1,4 (2,6 %)
Чувансем 0,9 (0,6 %) 1,0 (1,8 %)
Белоруссем 0,6 (1,2 %) 1,7 (1,6 %) 2,4 (1,7 %) 3,0 (1,9 %) 0,5 (1,0 %)
Тутарсем 0,5 (1,1 %) 1,6 (1,6 %) 2,0 (1,4 %) 2,3 (1,4 %) 0,5 (1,0 %)

Адмистративла пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Анадырь районĕ
  2. Билибино районĕ
  3. Иультин районĕ
  4. Провидени районĕ
  5. Чаун районĕ
  6. Чукотка районĕ


Тата пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Чукотка автономлă тăрăхĕ