Чхаттисгарх
Чхаттисгарх (хинди छत्तीसगढ़, акăл. Chhattisgarh) — Индин варринче вырнаҫнӑ штат. 2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадеш штат йышӗнчен 16 района уйӑрса кӑларса йӗркеленӗ. Мадхья-Прадеш, Махараштра, Андхра-Прадеш, Орисса, Джаркханд, Уттар-Прадеш штатсемпе чикӗленче тӑрать. Лаптӑкӗ — 136 034 км², халӑхӗ — 25 540 196 ҫын. (2011). Тӗп хули — Райпур. Ытти пысӑк хуласем — Бхилаи, Биласпур, Корба.
Тавралӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штатӑн ҫурҫӗр пайӗ Индпа Ганг айлӑмӗн хӗрринче вырнаҫнӑ, штатӑн тӗп пайӗнче Маханади юханшывӑн пулӑхлӑ айлӑмӗ — штатра рис туса илекен тӗп районӗ — сарӑлса выртать; штатӑн кӑнтӑр пайӗ Декан тӳремсӑртлӑхӗнче, Годавари юханшывӗн бассейнӗнче вырнаҫнӑ. Вӑрманлӑх виҫи 40 % танлашать.
Штат кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штата йӗркелениччен 1950-мӗш ҫулсенче Совет Союзӗн ӑстисем Бхилаи металлурги савутне туса лартнӑ.
2010 ҫулхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне штатра маоистсен юхӑмӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатман-ха, вӑл правительствӑпа тата йӗркене хураллакан вӑйсемпе алла хӗҫпӑшал тытса кӗрешет. XX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ҫак ушкӑнӑн хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫыннисем вырӑнти халӑха хӗсӗрленинчен хӳтӗлетпӗр тесе кӗрешеҫҫӗ, фермерсен ҫӗрӗсене туртса илессине хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Правительствӑпа кӗрешме маоистсем террористла меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавна май вӗсене полици те, ахаль халӑх та час-часах хур курать.
Политика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чхаттисгарх штат Бхарати джаната парти яланах тенӗ пек вӑй тытса тӑракан штатсен шутне кӗрет. Хальхи вӑхӑтра (2010 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне) шӑпах ҫак парти штат правительствине йӗркеленӗ.
2018 ҫулхи суйлавра ИНК ҫӗнтернӗ.
Администраципе территориллӗ пайланӑвӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штат шутне 27 округ кӗрет:
- Балод — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Балодапасар — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Балрампур — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Бастар
- Беметара — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Биджапур — 2007 ҫулта йӗркеленӗ
- Биласпур
- Гариябад — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Дантевада — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Джанджгир-Чампа — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Джашпур — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Дург
- Дхамтари — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Кабирдхам — 1998 ҫулта йӗркеленӗ, маларах Кавардха ятлӑ пулнӑ
- Канкер — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Кондагаон — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Корба — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Кория — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Махасамунд — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Мунгели — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Нараянпур — 2007 ҫулта йӗркеленӗ
- Раджнандгаон — 1972 ҫулта йӗркеленӗ
- Райгарх
- Райпур
- Сукма — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Сураджпур — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Сургуджа
Чӗлхе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штатӑн тӗп чӗлхи — чхаттисгархи — вӑл хиндине пит ҫывӑх. Сӑртлӑ-туллӑ районӗсенче дравид чӗлхисем сарӑлнӑ: телугу, гонди, мариа, муриа, койя, pardhan, парджи, nagarchal, курух.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Штат промышленноҫӗн никӗсӗ — энергетика, хура тата тӗслӗ металлурги. Тӗслӗхрен, Бхилаире Индири чи пысӑк металлурги комбиначӗсенчен пӗри (СССР пулӑшнипе туса лартнӑ) вырнаҫнӑ. Корбӑра ӗҫлекенсем ТЭС-сем — ҫӗршыври чи пысӑккисенчен пӗрисем. Ҫавӑн пекех цемент тата хими промышленноҫӗ (минераллӑ удобренисем туса кӑларасси) аталаннӑ. Ял хуҫалӑх никӗсӗ — рис, ҫавӑн пекех тулӑпа кукуруза ӳстереҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Чхаттисгарх статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
Инди штачӗсем |
|
---|---|
Штатсем |
Андхра-Прадеш · Аруначал-Прадеш · Ассам · Бихар · Гоа · Гуджарат · Джаркханд · Западная Бенгалия · Карнатака · Керала · Мадхья-Прадеш · Манипур · Махараштра · Мегхалая · Мизорам · Нагаленд · Одиша · Пенджаб · Раджастхан · Сикким · Тамилнад · Телингана · Трипура · Уттаракханд · Уттар-Прадеш · Харьяна · Химачал-Прадеш · Чхаттисгарх |
Пӗрлешӳллӗ территорисем |