[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Хисеп (грамматика)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава хисеп ячĕ тенипе ан пăтраштарăр

Хисеп, — япала ячĕпе глаголăн япала пĕчченнине е нумаййине тӳрех е унăн ĕçĕ урлă кăтартакан грамматика категорийĕ.

Чăваш чĕлхинче хисеп категорийĕ икке уйрăлать:

  • пĕрреллĕ хисеп
  • нумайлă хисеп.

Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçле ăнлавсем. Тĕслĕхрен, япала ячĕн хисеп категорийĕ япала е пĕчченнине, е нумаййине пĕлтерет. Япала ячĕ пĕрреллĕ хисеприне кăтартакан ятарлă аффикс çук (сĕтел, çын, лаша, юман). Япала нумаййине пĕлтерме пуçламăш формăри япала ячĕ çумне чăваш литература чĕлхинче -сем аффикс хушăнать: сĕтелсем, çынсем, лашасем, юмансем. Чăваш чĕлхинче шутласа кайма май пур кашни япала ятĕнченех нумайлă хисеп форми тума май пур. Яланах нумайлă хисеп форминчи япала ячĕсем чăваш чĕлхинче тĕл пулмаççĕ. Хăш-пĕр чухне япала ячĕн нумайлă хисеп форми япала нумаййине пĕлтермест, тĕсл.: Эпĕ Кольăсем патне кайрăм.

Глаголăн хисеп форми ĕçе тăваканни миçен (е пĕччен, е нумаййăн) пулнине пĕлтерет. Пĕрреллĕ хисеп форминче хисепе пĕлтерекен ятарлă паллă (аффикс) çук; япала ячĕ пекех, вăл нумайлă хисеп форминче çеç тĕл пулать. Танлаштарăр:

  • эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр
  • эсĕ вулатăп — эсир вулатăр
  • эпĕ вуларăм — эпир вуларăмăр
  • эсĕ вуларăн — эсир вуларăр.

Глаголăн сăпатсăр формисем (причастипе деепричасти тата инфинитив) япала ячĕ пĕлтерĕшлĕ мар чухне нумайлă хисеп форминче пулмаççĕ.