П. эрч. 131
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рим республики
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Консулсем: Публий Лициний Красс Муциан (плебей) тата Луций Валерий Флакк (патриций); преторсем: Гней Октавий, Тиберий Латиний Пандуса тата Тит Анний Руф; халăх трибунĕсем: Гай Атиний Лабеон Мацерион тата Гай Папирий Карбон; цензорсем: Квинт Цецилий Метелл Македонский тата Квинт Помпей (пĕрремĕш — икĕ плебей).
- Красс консул ертсе пынă Рим çарĕсем Пергама çитсе тамăрлă патшасен çарĕсемпе Аристоника Левки хулара хупăрланă, анчах вĕсен чакма тивнĕ. Красс çарне Аристоник аркатнă, Красса хăйне велернĕ.
- Иртнĕ çул консулĕ Публий Рупилий — Сицили проконсулĕ. Вăл чурасен пăлхавне пусарнă хыççăн провинци тытăмлăхне реорганизацилеме тытăнать.
- Халăх трибунĕ Гай Папирий Карбон халăх трибунĕсене темиçе хутчен те суйланма ирĕк паракан саккуна сĕнет. Ăна хирĕçле Сципион Эмилиан калаçать те саккуна йышăнмаççĕ.
- Квинт Цецилий Метелл цезарь сенат йышĕнчен ĕçлекен халăх трибунне Атиний Лабеона кăларать. Лабеон вара цензор çине халăха кĕртсе ярать, Метелле сенаторсем çăлаççĕ.
- Римре пурăнан халăхăн цензне кĕртеççĕ. Ят-йыша 317 823 гражданина кĕртнĕ.
- Римре Acta Diurna — хальхи хаçатсен пĕрремĕш сăнарĕ — тухать.
Ази
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Антиох VII, Селевкидсен патшалăхĕн патши Пархине хирĕç харçă хатĕрлет. Тĕллевсем: çухатнă тухăç провинцисене тавăрма тата пархисем патĕнче тыткăнра пурнакан Деметрий II Никатора хăтарма. Вăл Селевкидсен патшалăхĕн юлашки çарне — 80000 салтак — пуçтарать.
- Птолемей VIII Эвергет хăйĕн Клеопатра II çуратнă вуникĕ çулти ывăлне, амăшĕ патша тесе пĕлтернĕ хыççăн, вĕлерет. Птолемей Эвергетпе унăн арăмĕ-йăмăкĕ Клеоптра II хушшинче Икĕпат пĕтĕм территоринче вăрçă пуçланать.
Ĕнчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китай
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хуанхэ бассейнĕнче шыв илни.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Публий Лициний Красс Муциан — Республика консулĕ, аслă понтифик;
- Васуджтьештха — Шунга империн патши.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |