[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Пăрăнтăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пăрăнтăк

Пăрăнтăк (лат. Tamias, ав.гр. τᾰμίᾱς «хуҫалӑхлӑ», «перекетлӗ») — пакша йышши (Sciuridae) кӑшлакан пӗчӗк чӗр чун.

Пӑрӑнтӑкӑн тӑршшӗ — 15, хӳри 12 сантиметр, йывăрăшĕ çĕр грамм таран пулать, хӳри кĕлеткинчен кăшт кăна кĕскерех. Пӑрӑнтӑк пакша пекех, анчах унӑн ҫурӑмӗ ҫинче пилӗк хура йӗр. Кайри ури малтинчен вӑрӑмрах. Хӑлхи пысӑк, вӗҫӗнче «киҫтӗк» ҫук. Ҫак чӗр чунӑн питӗнче пысӑк «михӗсем». Унта вӑл апат йӑтса килет. Е шӑтӑк чавнӑ чухне тӑпрана айккинелле сӗлтет.

Пӑрӑнтӑксем йывӑҫ ҫине аван хӑпараҫҫӗ, ҫапах та ҫӗр чавса шӑтӑкра пурӑнаҫҫӗ. Чӗр чун таврари лару-тӑрӑва кайри ури ҫине тӑрса сӑнать. Пӑрӑнтӑкӑн шӑтӑкӗ 3 метра яхӑн , темиҫе уйрӑмлӑ — апат управӗ, туалет, ҫурисен пӳлӗмӗ. Пурӑнакан вырӑна типӗ курӑк сарать. Апат çиме пăрăнтăк йăвинчен кăнтăрла кăна тухать. Каçхине йăвинче выртать. Хĕллехи вăхăтра пăрăнтăк — тутлă ыйхăра. Ака уйăхĕнче вăранса тухать те юпа уйăхĕнче хĕл каçма выртать. Çурисем 5 таран пулаççĕ, 3-4 уйăхран хăйсем тĕллĕн пурнăма тытăнаççĕ.

Пăрăнтăк пирĕн республикăра сайра тĕл пулакан чĕрчун, Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗрет. Ăна Атăлăн сулахай çыранĕнче кăна курма пулать.