[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Небра дискĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Небра дискӗ

Небра дискĕ — тӗнче уҫлӑхне сӑнарлакан бронза дискӗ, (пирӗн эрӑччан XVII ӗмӗр), диаметрӗпе 30 см, чылай вӑхӑт иртнипе ҫийне аквамарин тӗсӗ ҫапнӑ, питне ылтӑм кӗртсе Хӗвелпе Уйӑх тата 32 ҫӑлтӑр, вӗсен шутӗнче Плеяда ушкӑнне илемлӗ сӑнарланӑ. Ӳнер тата археологи культури енчен пӑхсан — уникум.

Диска тупни XXI ӗмӗрӗн пӗрремӗш вунҫуллӑхӗнче чи пысӑк археологи сенсацийӗ пулса тӑрса тӗпчевҫӗсен хушшинче чылай тавлашу ҫуратнӑ.

Ӑна 1999 ҫулта тимӗр шыраса тупакан приборпа тупнӑ. Юнашар икӗ хӗҫӗпе икӗ пуртӑ тата ытти вӗтӗ япаласем пулнӑ.

2001 ҫулта ку чаплӑ артефакт аваллӑх апалисен хура суту-илӗҫ пасарне тухнӑ. Нимӗҫ саккунӗсем тӑрӑх археологи тӳпӑнӗсем патшалӑхӑн шутлананнӑ май, Швейцари полицийӗ Базельте диска сутакансене тытса чарнӑ. Тӗлӗнмелле япалана Галле хулин (Германи) университечӗн музейне панӑ, аваллӑх пуянлӑхӗсен сутуҫисене вара - темиҫе уйӑха тӗрмене лартнӑ.

  • Ute Kaufholz. Sterne, Mond und Sonne. — Anderbeck Verlag, 2004. — ISBN 3-937751-05-X.
  • Landesamt für Archäologie Sachsen-Anhalt (Hrsg.): Archäologie in Sachsen-Anhalt. Dt. Verl. d. Wissenschaften, Halle 1.2002, S.7-31. ISSN 0072-940X
  • Frank Hagen von Liegnitz: Die Sonnenfrau Weihnachtsgabe der WeserStrom Genossenschaft, Bremen 2002.
  • Harald Meller (Hrsg.): Der geschmiedete Himmel. Die weite Welt im Herzen Europas vor 3600 Jahren. Ausstellungskatalog. Theiss-Verlag, Stuttgart 2004, ISBN 3-8062-1907-9
  • Katja Näther, Sven Näther: Akte Nebra — Keine Sonne auf der Himmelsscheibe? Naether, Wilhelmshorst 2004, ISBN 3934858023
  • National Geographic Deutschland. Gruner + Jahr, Hamburg 2004,1, S.38-61, ISBN 3-936559-85-6
  • Uwe Reichert: Der geschmiedete Himmel. in: Spektrum der Wissenschaft. Heidelberg 2004,11, S.52-59. ISSN 0170-2971
  • Der Sternenkult der Ur-Germanen. Titelbericht im Nachrichtenmagazin DER SPIEGEL vom 25.11.2002.