[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Кохтла-Ярве

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кохтла-Ярве — (эст. Kohtla-Järve) ( 1946 çултанпа) — Эстонири çурçĕр-тухăçри хула.

Кохтла-Ярве Эстонин çурçĕр-тухăçри, Таллинпа Нарва чукун çул çумĕнче. Лаптăкĕ — 46 тв. çм. Ултă пайран тăрать: Ахтме, Ярве, Кукрузе, Ору, Сомпа тата Вийвиконна. Ахтме пайĕ уесĕн кăнтăр енче ларать, ун шутне Ахтме, Пуру, Ийдла тата Таммику çĕрĕсем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчен сланец упранăвĕсене тупса кăлараççĕ. Электростанци, стройматериалсен комбиначĕ Кивĕ Ахтме патĕнче вырнаçнă. Ахтмепе Йыхви хушшинче — Ийдла пурăну районĕ.


Кохтла-Ярве хула ятне çур ĕмĕр каялла çеç илнĕ. Çапла пулин те, ку вырăнта çынсем тахçанах пурăннă. 1241 çулта Данин çĕр кĕнекинче Ярве ялĕ (Jeruius) пирки çырнă. Паянкунхи хула пайне — Кукрузе — пĕрремĕш хут 1241 çулта (Kukarus), Сомпа пайне — 1420 çулта (Soenpe) асăннă.